Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

В память о первом дне Великой Отечественной войны 1941-1945 годов...

В память о первом дне Великой Отечественной войны 1941-1945 годов...

Валери ТУРКАЙ,

Чăваш халăх поэчě

 

2018 ÇУЛХИ ИЮНĔН  22-МĔШĔ

Вăрçă пуçланнă кун...

Çук, лăпкă мар манăн чун!..

Йăлт халь ман куç умěнче:

Кěç арканас пек тěнче!..

 

Пěтěм çăхан - тӳпере!..

Вут хыпса илнě çěре!..

Вăйлă пит выçă эшкер!

Вăйлă та питě тискер!..

 

Вăрçă пуçланнă кун...

Шыв пулса тăчě-шим юн?!

Шыв та кун пек юхас çук -

Çын пěр-пěрне çинě чух!..

 

Пěтěм çăхан - тӳпере!...

Пěтěм ылхан - Гитлере!..

Вăл чěртрě çак пушара!

Хăй те вутра çунтăрах!

 

Вăйлă пит выçă эшкер!

Вăйлă та питě тискер!..

 

Турăçăм, çăл Тěнчӳне!

Ан сӳнтерсем Хěвелне!..

 

Вăрçă пуçланнă кун...

Çук, лăпкă мар манăн чун!...

КУ каймастех ман асран!

КУ вăйлăрах ман ăсран!

22.06.2018

 



22 июня 2018
15:57
Поделиться