Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Наталия Сергеева: Театрта ĕçлесси - телей

Наталия Сергеева: Театрта ĕçлесси - телей

«Чăваш тĕнчи» хаçатăн паянхи хăни — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕ, режиссер-постановщикĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Наталия Сергеева.

 

— Кăçал театршăн çеç мар, пуриншĕн те йывăр çулталăк пулчĕ. Çапах та театр ĕçлет, çĕнĕ спектакльсем хатĕрлет... Нумаях пулмасть, акă, коллектива çамрăк артистсем килчĕç. Наталия Алексеевна, çĕнĕ сезона мĕнлерех кăмăл-туйăмпа пуçлама хатĕрленетĕр?

— Чăнах та, лару-тăру çăмăл мар. Сăмахран, кăçал Мускаври театрсем çамрăк артистсене йышăнма вăй çитереймен. Çапах та пирĕн чăваш театрĕ пилĕк çынна труппăна илме пултарчĕ. Икĕ каччăпа виçĕ хĕр, Шупашкарти культурăпа ÿнер институтĕнчен вĕренсе тухнăскерсем. Вĕсене вĕренме илекенсен йышĕнче эпĕ те пулнă. Мана курса ертсе пыма шанчĕç. Анчах та çулталăк ĕçленĕ хыççăн çемьери лару-тăрăва тата театрта ĕç нумаййине пула унтан кайма тиврĕ. Хам вырăна артист ăсталăхне, сцена çинче тĕрĕс калаçма вĕрентме Çамрăксен театрĕнче ĕçлекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Владимир Григорьева сĕнтĕм. Ачасем ăна питĕ юратса йышăнчĕç, унпа хаваслансах ĕçлерĕç. Малтанах курсра хĕрсем кăначчĕ. Институт ректорĕ пире ăнланса тÿрех иккĕмĕш курса арçын ачасене илме ирĕк пачĕ. Театр директорĕпе, ун чухне ертÿçĕ Вадим Ефимовччĕ, каччăсене республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче шыраса çÿрерĕмĕр. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситета кайрăмăр. Йывăрлăх нумай пулчĕ паллах. Мĕнре палăрчĕ-ха вăл чи малтанах? Чăвашла калаçма пĕлекен арçын ачасем кирлĕ. Халĕ чăваш ачисен те артиста вĕренме каяс тесен вырăс литературипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытмалла. Ялти шкулсенче вĕренекенсем вара, уйрăмах арçын ачасем, вырăс литературине юратсах каймаççĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче çапах та Саша Игнатьева тупрăм. Артист пулмах çуралнă вăл. Уйрăмах кулăшла сăнарсене тума пултарасси пĕрре пăхсах курăнать. Хăйне евĕрлĕскер вăл. Физмат факультетĕнче вĕренекенскере çулталăк ÿкĕтлерĕм. Калаçа-калаçа çапах та кăмăлне çавăрма пултартăм. Халĕ вăл мана кашни тĕ лпулмассерен тав тăвать. «Эсир мана ÿкĕте кĕртнĕшĕн питĕ савăнатăп. Хама тупма, чуна уçма май тупрăм», — тет.

Гриша Петров та питĕ пултаруллă ача. Вăл вара ачаранах артист пулма хатĕрленнĕ. Ăна пире Владимир Григорьев тупса пачĕ. Вăл Халăх пултарулăхĕн центрĕнче халăх театрĕсемпе ĕçлет. Хăш ялта артист пулма пултаракан миçе ача пуррине пĕлсе тăрать. Вĕсене вăл халăх театрĕсем валли хатĕрлет. Хĕрсем те — Кристина Иванова, Елена Васильева, Оля Ильина — питĕ пултаруллă. Халĕ Ухсай Яккăвĕн «Шуйттан чурипе» ĕçлетпĕр. Çамрăксем те унта хутшăнаççĕ. Хальлĕхе вĕсем хăнăхмаллăх массăллă сценăсенче выляççĕ. Вăтанмаççĕ, хăйсене ирĕклĕн тытаççĕ. Чунĕсем уçă, таса, çав тери ĕçлес килни сисĕнет. Театр та вĕсене питĕ ырă сунса кĕтсе илчĕ.

— Хăвăр вĕренсе тухсан камсемпе ĕçлемелле пуласси пирки шухăшланă-и?

— Мускавран Щепкин училищинчен вĕренсе килнĕ хыççăн пире хальхи пек çав тери хавасланса, сцена çине кăларса кĕтсе илмен паллах. Çапах та Кăвак фойере пухăннăччĕ, кашнинех сăмах панăччĕ... Унтанпа чылай çул иртрĕ. Апла пулин те паян та тĕлĕкри пек. Театр умне пырса тăратăп та хам çакăнта ĕçленине ĕненессĕм килмест. Вера Кузьмина маншăн идеал пулнă. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне ун патне «манăн артист пулас килет» тесе çыру янăччĕ. Тăватă çултан идеалпа юнашар мана сцена çине кăлараççĕ. «Эпĕ çакна тивĕçлĕ-и?» — тесе мĕн чухлĕ шухăшламан пулĕ. Унпа пĕрле вылямалла килсе тухсан япăх вылясран хăраттăмччĕ, кĕлетке-çурăм чĕтретчĕ.

— Çамрăксем мĕнлерех сăнарсене калăплама пултараççĕ?

— Сетнер рольне выляма пултаракан, социаллă драма, романтика сăнарĕсене калăплакан, камитре вылякан пур. Хĕрачасем драмăра выляма та, лирика сăнарне калăплама та пултараççĕ. Пĕрин сасси питĕ вăйлă. Çавăнпа чăваш театрĕн пуласлăхĕ пур тесе шухăшлатăп.

— Наталия Алексеевна, ЧР Культура министерстви кадрсене хатĕрлессине тимлĕх уйăрать-и?

— Министерство артистсене вĕрентмелли политикăна çирĕп тытса парать. Шел те, театр художникĕсем çук. Республикăра вĕсем пурĕ те виççĕн кăна. Çакă питĕ пăшăрхантарать. Çапах та 21 ĕмĕрте пурăнатпăр. Хальхи вăхăтра ĕлĕкхи пек пÿртсемпе, тенкелсемпе, картасемпе халăха тĕлĕнтереймĕн. Çĕнни, урăххи кирлĕ. Композиторсем те çук. Чăваш пьессисене лартма çапах та чăвашран тухнă композиторсем кирлĕ. Режиссерсене те вĕрентмелле. Çамрăк специалистсем ытларах кирлĕ. Эпĕ те çамрăк мар ĕнтĕ. Режиссерĕ çамрăк-ха, анчах та çулĕсемпе çамрăк мар.

— Режиссура çулĕ çине тухни çинчен каласа кăтартăр-ха.

— Çын хĕрĕх çул тĕлне режиссер пулма пиçсе çитет теççĕ. Эпĕ шăпах çав çула çитсен çак ĕçе пуçăнтăм. Пирĕн театр режиссерсăр юлчĕ. Малтанах йывăр чиртен Николай Корчаков вилчĕ. Хыççăнах Андриян Павлов чирлесе ÿкрĕ. Артистсем хăйсем спектальсем лартма пуçларĕç. Çакна курса хамăн режиссера вĕренес шухăш çуралчĕ. Эпĕ вунă çул педагогикăра ĕçленĕ, Чăваш патшалăх Культура тата ÿнер институтĕнче, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕрентнĕ. Режиссер ĕçне çапла пĕчĕккĕн кăмăллама пуçланă пуль. Театр ертÿлĕхĕ те, ЧР Культура министерстви те пулăшса пычĕç, вĕренме условисем туса пачĕç.

— Ку таранччен миçе спектакль лартрăр? Хăшĕсене куракансем ытларах кăмăлларĕç? Артистсем хăшĕсене уйрăмах килĕштереççĕ?

— Халĕ 14-мĕш спектакльпе ĕçлетĕп. Кашни спектаклĕн шăпи хăйне евĕрлĕ. Тепĕр чухне питĕ тăрăшса ĕçлетĕн, çав тери ăнăçлă пулса тухать вăл. Тем сăлтавпа ăна асăрхамаççĕ, ун пирки калаçмаççĕ. Çавăн пекки манăн «Ан пăрахсам мана» спектакль пулчĕ. Вăл вăрçă çинчен, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле лартнăччĕ. Артистсем унта питĕ юратса выляççĕ. Анчах вăл тимлĕхсĕр юлчĕ. Манăн пĕрремĕш ĕç — «Шанель пике». Унпа Хусана «Науруз» фестивале кайрăмăр. Шăпах çав çул Николай Коляда Екатеринбургра хăйĕн фестивальне ирттерчĕ. Унта гран-при çĕнсе илтĕмĕр. Николай Александрович тĕп парнене çамрăк режиссера мĕнле парас терĕ-ши? Пĕлместĕп. Спектакльте питĕ пысăк артистсем вылярĕç. Нина Яковлева, Вера Кузьмина, Нина Григорьева, Любовь Федорова, Геннадий Медведев... Çак ансамбль пулни питĕ пулăшрĕ. Вара ытти спектакльсем кайрĕç, «Чĕнтĕрлĕ чаршав» фестивальте час-часах парнесем çĕнсе илчĕç вĕсем. Театр 100 çул тултарнă тĕле Островскин «Хăв пурăнма пĕлнĕ пек ан пурăн» пьессине лартрăмăр. Чăваш театрĕ лартнă пĕрремĕш ĕç шăпах çак спекталь пулнă. Унпа Хусанта 100 çул каялла пĕрремĕш чăваш спектакльне лартнă çуртри сцена çине тухрăмăр. Тĕлĕнмелле вăйлă кĕтсе илчĕç ун чухне пире.

— Режиссурăра опыт пухсах пыратăр. Çапах та хăвăрăн ĕçре тата мĕн çитмест пек туйăнать?

— Çынсене пăхса, вĕсенчен вĕренсе тавра курăма анлăлатас килет. Ют çĕршывсенчи театрсен ĕçĕсемпе паллашсан, тĕрлĕ фестивале хутшăнсан аванччĕ. Тухса çÿрейменни пĕтерет. Вăй та пур, кăмăлĕ те пур ĕнтĕ. Çав вăхăтрах чăрмавĕсем те пур. Пĕлтĕр Грознăйне кайрăмăр. Театр фестивальне кайма чăваш режиссерĕсенчен мана суйласа илнĕччĕ. Ытти театрсен ĕçне пăхса чунпа пуянланатăн, хăвăн çине, хăв тăвакан ĕç çине шанчăклăрах пăхма пуçлатăн. Час-часах мана «тĕрĕс çулпах пыратăп-ши эпĕ?» текен ыйту канăçсăрлантарать. Тĕрлĕ театр спектаклĕсене пăхни, сÿтсе явни, режиссерсемпе тĕл пулса калаçни çак ыйту хуравне тупма питĕ пулăшать. Иккĕленмелле мар нихăçан та, малалла çирĕппĕн утмалла.

— Эсир Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ. Унпа мĕнле спектакль лартма хатĕрленетĕр?

— Ку ĕнтĕ Михаил Желтов 20 çул каяллах çырнă пьеса. Ăна «Тăван Атăл» журналта шыраса тупма Зоя Аркадьевна пулăшрĕ. Çавăнпа та манăн ăна тав сăмахĕ калас килет. Чăваш пьессисем пур, анчах та час-часах куç умне пулмаççĕ вĕсем. «Хура тум» ятлă. Урăхларах ят памалла пуль терĕмĕр. Геннадий Айхи те Никита Бичурин пирки нумай çырнă. Унта сыпăкĕсем пур, Бичурин сăмахĕсене те кĕртнĕ. «Эпĕ сÿннĕ чухне эсĕ çун». Çак йĕркесем питĕ килĕшрĕç. Бичурин пĕлтерĕшне, вăл тунă ĕçсене халĕ те хакласа çитерейместпĕр. Ăнланмастпăр та. Ял ачи, чăваш ачи çавăн пек калăпăшлă ĕçсем тума пултарни чăннипех те тĕлĕнтерет. Тăван тăрăха таврăнас килнĕ ĕнтĕ унăн. Чăваш çĕрĕ туртнах хăй патне. Китайсемпе чăвашсен хушшинче пĕр пеклĕхсене курнăран та Китая тĕпчеме кайман-ши тетĕп. Спектакльте Никита Бичурин ученăйпа манах хушшинче хăйне шыранине кăтартасшăн. Ку ыран тумалли ĕç тейĕпĕр. Паян вара Ухсай Яккăвĕн «Шуйттан чурипе» ĕçлетĕп. Сăмах май, вăл та ЧР Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ. Паллах, яваплăх питĕ пысăк, хăратать те. Шанса пачĕç те тумаллах.

— Тавах, Наталия Алексеевна, ăшă калаçушăн. Пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу пултăр яланах.

 

Зоя ЯКОВЛЕВА,

Валентина БАГАДЕРОВА.



Издательский дом "Хыпар"
24 августа 2020
13:36
Поделиться