Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Хучелсен савăнăçĕ

Хучелсен савăнăçĕ

Паян Канаш районĕнчи Хучелте çĕнĕ клуб уçăлчĕ. Ăна "Культура" наци проекчĕн Чăваш Республикинчи "Культура хутлăхĕ" регион проекчĕпе килĕшÿллĕн туса лартнă.

Таса, хăтлă, илемлĕ çуртра 100 вырăнлă курав халĕ, кружок ĕçĕсен пÿлĕмĕсем, библиотека вырнаçнă.

Савăнăçлă çак куна Хучелсем кăна мар, кÿршĕри пилĕк ялта пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Малтанхи клуб вырăнти шкулăн путвалĕнче вырнаçнă пулнă.

Çĕнĕ клуба уçма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, депутатсем, яваплă ытти çын хутшăнчĕç. Культура çурчĕпе паллашнă хыççăн пурте курав залне пухăнчĕç. Унти пĕрремĕш мероприяти "Ял культурине аталантарасси - патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри" "çавра сĕтел" пулчĕ. Олег Алексеевич хальхи вăхăтра республикăра культурăна аталантарас енĕпе тума палăртнă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова Чăваш Ен ялĕн культура аталанăвĕнчи кăçалхи тата çитес çулхи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.



Издательский дом "Хыпар"
26 декабря 2020
13:35
Поделиться